Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ шупашкар

Культура
А.С. Пушкин ячӗллӗ театр Шупашкара илсе килекен спектакльсенчен пӗрин афиши
А.С. Пушкин ячӗллӗ театр Шупашкара илсе килекен спектакльсенчен пӗрин афиши

Авӑн уйӑхӗн 10–13-мӗшӗнсенче Чӑваш Енре Мускаври спектакльсене кӑтартӗҫ. «Большие гастроли 2016» (чӑв. Пысӑк гастроль – 2016) федераци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫӗршывӑн тӗп хулинчен А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗ килсе ҫитӗ.

Асӑннӑ программӑна ытти театр та хутшӑннине палӑртмалла. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫланса чӳк уйӑхӗ таран тӑсӑлаканскере Мускаври, Питӗрти, Ярославльти драма, музыка тата пукане театрӗсене явӑҫтарнӑ.

Шупашкарти куракансем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫитсе «Тартюф» (авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра), «Семейка Краузе» (авӑн уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче 18 сехет те 30 минутра) спектакльсене курайӗҫ, Улатӑрти культура ҫуртӗнче авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче Пушкин ячӗллӗ театр артисчӗсемпе тӗлпулу йӗркелӗҫ.

 

Ҫурт-йӗр
Марина Лаврентьева тунӑ сӑн
Марина Лаврентьева тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫуртра нӳрӗк тӑни ҫынсене питӗ канӑҫсӑрлантарть. Ара, пӳлӗмсенче пӑнтӑхма тытӑннӑ. Ку кӑна мар, пӗр хӗрарӑмӑн урайӗнчех кӑмпа ӳсме пуҫланӑ.

Совет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакансене ку ыйту тахҫанах пӑшӑрхантарать. Нӳрӗке пула ҫӑвӑнмалли пӳлӗмре пӑнтӑх тухнӑ. Кайран Роза Фоминан пӳлӗмӗнче те ҫак ӳкерчӗкех пулнӑ. Ҫуртӑн пӗр стени вара ишӗлме тытӑннӑ.

Ку 1992 ҫултах канӑҫсӑрлантарма тытӑннӑ. Управляющи компанийӗ юсав ӗҫӗсем ирттерсен кӑштах йӗркеленнӗ. Анчах 2010 ҫулта пӳлӗмре тата япӑхланнӑ. Кил хуҫи урайӗнчех кӑмпа ӳснине асӑрханӑ.

Прокуратурӑран пулӑшу ыйтсан та усси пулман. Юсав пирки халӑхӑн пӗрле пухӑнса калаҫмаллине пӗлтернӗ. Анчах ҫуртра парӑмсем нумай. Хӑшӗ-пӗри коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемест-мӗн.

Управляющи компанийӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатма тӑрӑшать. Вӗсем стенана улӑштармаллине пӗлеҫҫӗ. Хальлӗхе проект йышӑнӑвне кӗтеҫҫӗ, унтан аукцион пирки хыпарлӗҫ. Юсав валли хула администрацийӗ укҫа уйӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/35716
 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта ача-пӑча лапамне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те пулнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах пулнӑ.

Ача-пӑча лапамӗ Химиксен урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫӗре уҫнӑ. Калаҫнӑ вӑхӑтра депутата аллине пуртӑ тытнӑ хӗрарӑм тапӑннӑ.

Малтанах хула пуҫлӑхӗ тухса калаҫма тытӑннӑ. Владимир Михайлов депутат калаҫнӑ вӑхӑтра халӑх хушшинчен хӗрарӑм пуртӑпа сулкалашса тухнӑ. «Эп сана вӗлерме килтӗм», - тесех каланӑ вӑл. Хӗрарӑм тирпейлӗ тӑхӑннӑ, анчах эрех сыпни сисӗннӗ.

Хӗрарӑм патне ҫӳллӗ арҫын пырса аллинчен тытнӑ, пуртта туртса илнӗ. Икӗ ҫын ӑна айккине илсе кайнӑ. Кайран полицейскисене чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35733
 

Культура
Марат Никитин режиссер
Марат Никитин режиссер

«Атӑл» киностуди ӗҫченӗсем ҫанӑ тавӑрсах тӑрӑшаҫҫӗ. Тин кӑна вӗсем «Хорло» фильм ӳкерсе пӗтерчӗҫ. Хастарсем тепӗр картина ӳкерме палӑртнӑ.

«Фуга» ятлӑ фильма та, «Хорло» пекех, Чӑваш Енре ӳкерӗҫ. Ку ӗҫе авӑн уйӑхӗнче пуҫӑнӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансен массӑллӑ сценӑсене хутшӑнма май пур.

Матвей Безродных хӑюллӑ утӑм туса ӑнсӑртран пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑрать. Анчах унӑн пурнӑҫӗнчен хура йӗр пур, ун пирки вара никам та пӗлмест. Ҫакнашкал сюжет пулӗ. Ӑна сценари авторӗсем драма тесе палӑртнӑ.

«Фуга» — тӑнне ҫухатнӑ ҫын пирки, вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен ток-шоура пӗлет. Фильм тӑршшӗпех вӑрттӑнлӑх пытанни куракана тыткӑнлӗ. Фильм режиссерӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Марат Никитин.

Фильмри тӗп сӑнарӑн психологи ваййи выляма тивет. Актерсене суйланӑ ӗнтӗ. Унта Мускаври паллӑ актерсем те вылӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта тата Етӗрнере иртӗ.

Сӑмах май, Марат Никитин кӗске метражлӑ «Никита» фильма та Чӑваш Енре ӳкернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=13548
 

Экономика
Панкрута тухас шут тытнӑ "Роспан" обществӑн унчченхи реклами
Панкрута тухас шут тытнӑ "Роспан" обществӑн унчченхи реклами

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Юханшыв бульварӗ» микрорайонта хваттерлӗ пулма ӗмӗтленекен 500-е яхӑн ҫын хваттерсӗр тӑрса юлас хӑрушлӑх пур.

Асӑннӑ районта микрорайон ҫӗклекен «Роспан» тулли мар яваплӑ общество хӑйне хай панкрута кӑларасшӑн. Капла шухӑш тытнӑскер Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ, унта вӑл хӑйне панкрута кӑларма ыйтнӑ. Тавӑҫа стройфирма ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче суда ҫитернӗ.

Ҫӗнӗ микрорайонта ҫӗкленекен ҫурт-йӗре 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Халӑхран укҫа пухнӑ пулин те подряд организацийӗ ӗҫе халӗ те вӗҫне ҫитермен. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче «Роспан» пайташӗ республикӑн правительствин ларӑвӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Юханшыв бульварӗ» микрорайона ҫитес виҫӗ ҫулта хута яма шантарнӑ.

 

Сывлӑх

Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта «Анонимлӑ ӗҫкӗҫсем» сообщество ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл темиҫе ушкӑна пӗрлештерет, эрехпе туслашнӑ ҫынсене тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшать. Ку тӳлевсӗр тата анонимлӑ.

Сообщество сектӑпа, тӗнпе, политикӑпа ҫыхӑнман. Унта занятисем тӳлевсӗр иртеҫҫӗ. Ҫыннӑн ятне-шывне никам та пӗлмест.

«Ступени» ушкӑн Патрис Лумумба урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Занятисем тунтикун, юнкун, эрнекун иртеҫҫӗ, 18 сехетре пуҫланаҫҫӗ. «Источник» вара Уруков урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра ӗҫлет. Унта тунтикун тата эрнекун 18 сехетре йышӑнаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта «Август» ушкӑн ӗҫлет. Вӑл наркодиспансерта вырнаҫнӑ. Унта ытларикун 18 сехетре йышӑнма хатӗр.

 

Сывлӑх

Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ВИЧ тӗлӗшпе профилактика ирттерес тӗллевпе социаллӑ рекламӑпа усӑ курасшӑн.

Кунашкал рекламӑна троллейбуссем ҫине ҫыпӑҫтарасшӑн. Ӑна «Республикӑри СПИДпа тата инфекци чирӗсемпе кӗрешмелли тата профилактика центрӗ» саккас панӑ.

Ку тӗллевпе 850 500 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Рекламӑна Шупашкарти 5 троллейбусра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 троллейбусра вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа федераци хыснинчен кашни троллейбус валли 95,5 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Рекламӑна подрядчик тупсанах вырнаҫтарӗҫ. Транспортра вӑл кӑҫалхи раштав уйӑхӗччен пулӗ.

Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ВИЧ-инфекципе чирлӗ 150 ҫынна тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра ку чирпе 1700 ҫын нушаланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35453
 

Спорт

Спорта юратакансем кӑна мар, унпа пачах туслӑ маррисем те ҫак кунсенче Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна май килнӗ таран сиктермесӗр пӑхаҫҫӗ.

Раҫҫей спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗшӗн пирӗнтен кашниех хӑпартланать пулӗ. Маттурсем хушшинче Чӑвашран тухнисем те пур. Ӗнер пирӗн ҫӗршыв гимнасчӗсенчен каччӑсем кӑна мар, хӗрсем те ушкӑнри нумай енлӗ тупӑшура кӗмӗл медале тивӗҫрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗ-хӗрсен хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ Дарья Спиридонова та пур. Хӑйӗн спортри пултарулӑхне пике Мускаври спорт шкулӗнче туптанӑ.

Кӗмӗл медальшӗн кӗрешнӗ йышра ҫавӑн пекех — Алия Мустафина, Ангелина Мельникова, Мария Пасека тата Седа Тутхалян.

Олимпиадӑна кайма тивӗҫнӗ Чӑвашри тепӗр хӗр, Улатӑрти ача-пӑча спорт шкулӗнчен тухнӑ Евгения Шелгунова, саппас ушкӑнра пулнӑ.

 

Культура

Чӑваш Енре уҫӑ тӳпе айӗнчи кинофестивале пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Малашне кунашкал мероприятие тӑтӑшах ирттересшӗн.

Проекта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Пӗрремӗш фильма авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта кӑтартӗҫ. Кино-караван Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкара та ҫитӗ. Фестиваль программине Никос Зервас кӗнеки тӑрӑх ӳкернӗ патриотлӑх фильмӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансене наци кинематографӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35314
 

Республикӑра

Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Пӗр ҫын Михаил Васильевича тухтӑрсем 10 пин тенке яхӑн шалу илнине пӗлтернӗ. Тӳре-шара тӳрех тӗлӗннӗ: кун пекки пулма пултараймасть. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ҫакна тӗпчеме шантарнӑ. Вӑл та тӗлӗннӗ: тухтӑр мӗншӗн пациентсене сиплемест? Мӗншӗн ӗҫ вырӑнӗнче шалу пирки калаҫса ларать? Тата суять.

Ҫур сехет те иртмен — Михаил Игнатьев валли ӗҫченсен 2НДФЛ справкине хатӗрлесе панӑ. Ӑна тишкерсен — Ҫӗнӗ Шупашкарти тухтӑрсен шалу пӗчӗк мар. Алла Самайлова палӑртсах каланӑ: Чӑваш Енри тухтӑрсем вӑтамран 32 пин тенкӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ.

Шалӑп паракан ҫав тухтӑр 20 пин тенкӗрен кая мар шалу илни ҫиеле тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, [135], 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, ... 193
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй